Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXV пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Барон — ҫӗн ӗмӗрӗн ачи;
Ун йӑлипе вӑл калӑпланнӑ.
Ҫӗн шухӑша шутланӑ: чир;
Иртсессӗн шухӑш, вӑл лӑпланнӑ.
Тухман ун тимлӗх ҫитӗнсе,
Ҫук, тӑрланман ӑс, ҫиҫӗнсе
Чӗр тавлашусемпе. Пӗр пуслӑх
Паман ӑна ӑс ҫӑмӑл туслӑх,
Чун ӑшшине те вӑл пӗлмен-тӗр...
Ачашлаканӗ те — хӗвел.
Кӳрентерсен, — чун ан тӗллентӗр, —
Йӑла пур тавӑрма — дуэль.

Мӗн курнӑ вӑл? Ялан уяв, —
Ӑҫта пырать унта хӑна вӑл.
Ҫын ӳснӗ ирӗклӗ хунавӑн,
Пӗлмен: мӗн тӗрӗс, мӗн суя.
Анчах та пурнӑҫ паллаштарнӑ,
Пылаккипе те йӳҫҫипе,
Пӗлмен ҫӗре кӗме аштарнӑ,
Памасӑр алӑк уҫҫине.
Барон туять, Чечек халь уншӑн —
Тӗнче сасартӑк уҫӑлни.
Чӗрипеле хускалнӑ ҫыншӑн
Телей — тен, кӑмӑл хуҫӑлни?

Барон пӗлет: нихҫан та уншӑн
Чечек чун алӑкне уҫмасть —
Ҫуралнӑ тӗнчене ҫак куншӑн
Вал урӑх пурнӑҫа куҫмасть.
Чечек вӑл ырлӑх сӑн-сӑпачӗ,
Чун-чӗрене хӗвел кӳртет,
Вӑл ырӑ пурнӑҫӑн хӑвачӗ,
Пурне эрех пек ӳсӗртет.
Пит кӑткӑсланнӑ пурнӑҫ хӗрӗн:
Ҫине тӑрса Ишут шырать.
Ах, ҫавӑнпа-ҫке кунӗн-ҫӗрӗн
Барон пит тӗплӗн шухӑшлать:

«Мӗнле ҫӑлас?.. Ах, йывӑр, йывӑр,
Тем шутласан та, май тупма».
Хӑйне хушать: «Асту, ан ҫывӑр».
Паян самант та куҫ хупман.
«Мӗнле ҫӑлас?» — ыйту пуҫран
Тухмасть. Тӑраймӑн антӑхмасӑр,
Ирттермӗн пурнӑҫра пӑхмасӑр,
Хура хӑрушлӑха куҫран.
Барон ҫыру ҫырать. Чечекшӗн
Вӑл пулӑшасшӑн Кавруҫа.
«Вӗсем ҫуралнӑ пӗр-пӗриншӗн...»
Ҫыру ун туйӑмне уҫать.

«Тӗлӗнтерет, пӗлетӗп эпӗ,
Сана ҫыру илни манран.
Тен, сисӗнмӗ халь ун хисепӗ,
Анчах вӑл курӑнӗ кайран.
Эс туман йӑнӑш, — эп шанатӑп, —
Ӑс хушнине халь итлесен.
Ҫак ҫырӑва юри яратӑп,
Кӑшт ӑнланатӑн пуль тесе.
Сана калаймӑп: «Ырӑ тусӑм».
Тӑшман теме сан пур сӑлтав...
Чул катнӑ чух парать-тӗр усӑ
Пӗр пӗчӗк тимӗр савӑл та.

Пуласшӑн савӑл эп, ӑнлан,
Анчах ман кӑмӑлӑн тивлечӗ
Сӑваплӑ ӗҫшӗн ансӑр, пӗчӗк —
Вӑл аслӑ тинӗсри тумлам.
Тен, илмӗн эс шута, тен, хурлӑн
Каланине чунтан-вартан,
Ҫапах пӗлсе тӑр, усӑ курмӑн
Нӳрленнӗ, сӳннӗ кӑвартан.
Паян нумай эп шухӑшларӑм,
Чӗре лармарӗ вырӑна.
Хапь сан патна ҫырма шутларӑм
Эп хӑвармасӑр ырана.

Пӗлен: эс маншӑн такам мар;
Тен, юлмӗ ман сӑмахӑм тӑлӑх.
Ҫакна ӑнлан: ҫунни сан кӑлӑх.
Эс ҫак ӗҫе паян хӑвар.
Сан чун-чӗрӳ ыраншӑн кантӑр,
Пулса иртнисене вӑл мантӑр.
Сан ушкӑн вӑйсӑр, пӗр-пӗччен...
Ҫил пек саланӑр тытиччен.
Гаврил, эс ӑҫтине пӗлеҫҫӗ.
Ҫитет отряд ыран-паян.
Сана тытса ҫакма тӗллеҫҫӗ.
Эс ансӑр сукмакпа пыран.

Ӑнлан эс, Пугачев хӗвелӗ
Анса ларать, — тем чул кулян, —
Пӗл, хӑтӑлмашкӑн ҫук ун мелӗ.
Ак, эсӗ те пӗччен юлан.
Ниҫта тарма ҫук Пугачевӑн.
Хӑв шухӑшла, ан пул ухмах, —
Ӑс-тӑну ҫитет сан хӑвӑн, —
Меслет туп вӑйӑран тухма.
Тытсассӑн кам сана хӑтарӗ?
Пӗл, тыткӑн вилӗмпе пӗр тан.
Чӑн ҫын пӗтет, хӑравҫӑ тарӗ,
Пытанӗ ҫӑткӑн тӑшмантан.

Ах, пурӑнӑҫ! Ялан вӑл ырӑ,
Анчах хӑш чух лаши ырхан.
Ӑна пӗр хут парать-ҫке Турӑ,
Тен, ҫавӑнпа та ҫырлахан
Ун вак-тӗвекӗпе, пӗлмесӗр
Чӑн ырӑлӑхпа килӗнме.
Ҫӳренӗрен-ши пӗр тӗллевсӗр,
Эпир вӗреннӗ именме.
Курайманни пулать сан кӑлӑх,
Тивӗҫлӗхне эс ан вакла.
Мӑнаҫланни — ултавлӑ хӑлӑх...
Чечекӗн пурнӑҫне упра».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-10 19:41:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2706 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем